Ордем Гали

КУКАÇИ КĔРЕПЛИ

Çуркунне çитрĕ. Çырмасенче шыв шавласа та кĕрлесе юхма тытăнчĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнипе çĕр ăшăнчĕ. Çеçпĕл шăтса тухрĕ. Çак илемлĕ те хитре чечек хыççăн ешĕл курăк вăй илчĕ. Кайăксем йăва çавăраççĕ.

Çурхи каникул вăхăтĕнче Андрея яла кукашшĕ патне ячĕç. Кукашшĕ ватăлнă, анчах çирĕп-ха вăл. Сывлăхлă. Андрюша кукашшĕпе тĕл пулнă чухне питĕ хумханать. Кашни тĕлпулурах çапла. Кукашшĕ Андрюша çине шăтарас пек, тимлĕ пăхса илет. Мăнукĕ вара хăйне кукашшĕ умĕнче экзаменри пек туять. Çапах та кукашшĕ ăна нихăçан та ятламан, асăрхаттарса калани те пулман. Андрюша яла автобуспа ларса çитрĕ. Çуран икĕ çухрăм кăна утмалла - яла çитсе те тăтăн. Андрюша пынă çĕре кукашшĕ пӳрт умĕнчи сак çинче ларатчĕ. Унпа юнашар - хӳме çумне таянтарса хунă кĕреплесем.

- Йĕркеллех-и килте? - ыйтрĕ кукашшĕ, мăнукне хăйпе юнашар вырăн сĕнсе.

- Пурăнаççĕ-ха, - хуравларĕ мăнукĕ.

- Мĕнле шутлатăн, мăнукăм, «йĕркеллех» тени мĕне пĕлтерет? Йĕркеллех, йĕркеллех. Пушă çĕрте мĕн ӳсет?

- Пĕлместĕп. Нимĕн те ӳсмест пулĕ.

- Йĕркеллех-и килте? - ман пĕлес килет.

- Йĕркеллех, ан пăшăрхан. Салам каласа ячĕç сана.

- Йĕркеллех. Кам тунă вăл йĕркелĕхе?

Андрей ним калама та пĕлмерĕ. Пӳртелле васкарĕ. Кукашшĕ хайĕн кĕреплисене илсе çенĕке кĕчĕ. Шăлтăр-шалтăр сас туса вĕсене стена çумне хучĕ, тем мăкăртатрĕ, унтан алăк урати урлă çăмăллăнах каçса пӳрте кĕчĕ.

- Çи, Андрюша, çул çинчен хырăму выçрĕ пулĕ, çĕрулми пĕçернĕччĕ, куршĕри Анюк аппа сĕт илсе килнĕччĕ. Эсĕ килесси çинчен каланăччĕ те...

- Кукаçи, эпĕ сан патна килесси çинчен никама та каламанччĕ эсĕ мĕнле ăнкарса илнĕ вара? - тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

- Эпĕ ватă çын, пурне те куратăп.

- Эсĕ курма пултараймастăн, хулана çитме кунтан алла çухрăм.

- Э, Андрюха, çул аякри мĕне пĕлтерет... Вăхăт вара!.. Вăхăт иртет, иртет те иртет, - ассăн сывларĕ кукашшĕ.

«Эсĕ ватă мар» тесе лăплантарасшăнччĕ мăнукĕ кукашшĕне, анчах каласа ĕлкĕреймерĕ. Кукашшĕ васкасах пӳртрен тухса кайрĕ.

Хăш вăхăтра шăппăн тухса кайма ĕлкĕрчĕ кукашшĕ? Чăн-чăн мыскара! Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

Тăраниччен тутлă апат çинĕ хыççăн Андрей кравать çине выртрĕ те çывăрса кайрĕ. Анчах... кураксене хăратма хӳме çине çакнă кĕленче савăтсен сассипе вăранчĕ. Кайăкĕсем вара тăрăшсах пахчана кĕресшĕн, йăран çинчи вăрăсене сăхма тăрăшаççĕ. Хӳме çумне çакнă кантăк савăтсем шăнкăрав сасси пек илтĕнеççĕ. Лашасен пĕкки çине çакнă шăнкăравсем пек.

- Кукаçи, кукаçи, - алкум вĕçне тухрĕ мăнукĕ. - Ǎçта эсĕ, кукаçи?

Ǎçта кайса çухалчĕ-ха вăл? - шухăшларĕ Андрей. - Каç пулчĕ вĕт, юлташăм патне кайса килсен аванччĕ. Кукаçине каламасăр кайма аван мар.

-Эсĕ уçăлса çӳре е манпа юнашар килсе лар, - Андрей сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ. Чӳрече патĕнчи пĕрене çинче, кукашшĕ ларнă вырăна... çамрăк çын вырнаçнă, кĕреплесене çавăра-çавăра пăхать.

- Ан тыт кукаçи кĕреплисене! - Андрей çак каччă патне чупса пычĕ те кукашшĕн кĕреплине ярса тытрĕ.

- Эпĕ урăх кĕреплесем тăвăп, - терĕ палламан çын. - Кĕрепле авăрĕ тата темиçе йывăç кĕрепле шăлĕсем...

- Нумай пĕлетĕн эс! Кукаçи вĕсене питĕ юратать, нихăçан та хăйĕнчен хăвармасть.

- Суятăн! Çыварма выртнă чухне вăл кĕреплесене вырăн çине хăйпе юнашар хумасть, - парăнмарĕ палламан çын.

- Çенĕке хурса хăварать. Кĕреçесем сарайĕнче, кĕреплесем - çенĕкре, - терĕ Андрей. - Эсĕ мĕншĕн пирĕн картишне кĕнĕ? Кам эсĕ?

Палламан çын кулса ячĕ. Андрейшăн çак кулă питĕ палланă пек туйăнчĕ.

- Мана Фимка тесе чĕнеççĕ. Эпĕ çак ялсем.

- Эпĕ сана халиччен курман-çке. Эпĕ вунулттăра, пĕчĕк ача мар, ку ялсене пурне те паллатăп.

- Пурне те, пурне те мар çав, - кулса илчĕ палламан çын.

- Эсĕ ку яла ют çĕртен килнĕ пулĕ? - ыйтрĕ Андрей.

- Кунтисем эпĕ, кунтисемех, - васкаса калаçрĕ Фимка, сарай патнелле утса.

- Мĕн кирлĕ сана сарайĕнче? - ун çулне пулчĕ Андрей.

- Çĕнĕ кĕреплесем таватăп, кусем кивелчĕç.

- Эсĕ кунта мĕн-ма хуçаланатăн? Тух та ут! Андрей кăшкăрса ячĕ те кукашшĕн кĕреплипе палламан çын çинелле сулчĕ. Фимка кĕреплине вăхăтра тытса ĕлкĕрчĕ-ха, анчах кĕрепле çĕре персе анчĕ те икĕ шăлĕ хуçăлчĕ.

«Халь лекет мана кукаçирен», - вĕçсе иртрĕ Андрей пуçĕнче çак шухăш.

- Лекмест, çĕнĕ шăлсем лартăпăр, - хуравларĕ Фима.

- Хăвăртрах ларт кĕрепле шăлĕсене, - хушрĕ Андрей.

- Ан васка. Малтан йĕри-тавралла çавăрăнса пăх. «Кукаçи пекех калаçать», - шухăшларĕ Андрей.

- Ялти çынсем пурте ăслă - çамрăксем те, ватăсем те.

- Пуç тавра çавăрттарса шухăшлама никамшăн та сиенлĕ мар, - терĕ Фимка.

- Эпĕ мĕн шухăшланине эсĕ ăçтан пĕлетĕн? - ыйтрĕ Андрей.

- Эпĕ сана витĕрех куратăп.

«Курать вăл, курать» - мăкăртатса илчĕ Андрей.

- Кукаçи те веçех курать вĕт. Уншăн аякри инçе те нимĕн те мар. Эпĕ пултарайман пулăттăм.

- Пултаратăн эсĕ те, аякрине курас тесен, - терĕ Фимка.

- Ак япала! Кукаçи асамăç пулĕ. Мен тĕрлĕ ыйту памасть пулĕ вăл мана. Эпĕ ун умĕнче экзамен тытнă чухнехи пек тăратăп.

«Эсĕ ан хăра, Андрей», - хавхалантарчĕ ăна Фимка.

- Ман ята ăçтан пĕлетĕн эсĕ? - тĕлĕнсе ыйтрĕ Андрей.

- Эпĕ куратăп, куратăп, - терă Фимка, кĕрепле шăлĕсене саваланă май. - Эсĕ тин сунă сĕте кĕрсе ĕç-ха, куршĕри Анюк аппа чӳрече янаххи çине лартса хăварнăччĕ. Мана валли пĕр татăк çăкăр илсе тух.

Фимка кĕрепле шăлĕсене лартрĕ, пăта çапса çирĕплетрĕ.

Андрюша пӳрте кĕчĕ, пĕр стакан сĕт ĕçрĕ, пĕр чĕл çăкăр касса илчĕ. Фимкăн хырăмĕ хытă выçнă пулĕ тесе, тата тепĕр чĕлĕ касса илчĕ те картишне тухрĕ.

...Чӳрече умĕнчи пĕрене çинче кукашшĕ лара парать.

- Фимка ăçта? - тĕлĕнсе ыйтрĕ Андрей.

- Мĕнле Фимка?

- Çакăнта пĕр каччă пурччĕ. Эпир унпа паллашрăмăр, - ăнлантарма тытăнчĕ мăнукĕ.

Кукашшĕ ăна малалла калама памарĕ.

- Эсĕ кĕреплепе ăна çапма тăнăччĕ-и?

- Эсĕ курнă-им? Вара нимĕн те каламарăн-и? - ыйтрĕ хĕрелсе кайнă Андрей кукашшĕнчен.

- Курасса курнă-ха эпĕ. Ман питĕ васкавлă ĕç пурччĕ, - каларĕ кукашшĕ кĕрепле шăлĕсем çине пăхса.

Кĕреплен икĕ шăлĕ ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ.

- Ǎсталăх кирлĕ.

- Эпĕ ăна çăкăр парасшăнччĕ. Хăй ыйтрĕ.

- Пар эппин мана, çием. Кăштах хырăм выçнăччĕ-ха ман, мăнукĕ çине чеен пăхса çиме тытăнчĕ кукашшĕ.

- Кукаçи, кукаçи, кала-ха, Фимка ăçта пурăнать? Эпĕ унпа туслашасшăн.

- Çав туслăх сана мĕн парать? - ыйтрĕ кукашшĕ тĕлĕнсе.

- Вăл ыттисем пек мар. Ман шухăша та вулать, сан пекех. Пĕтĕмпех курать. Кукаçи кала-ха, ăна ăçта тупмалла?

- Çук ун пек Фимка ятлă каччă...

- Мĕнле çук пултăр? Тин анчах эпĕ унпа санпа калаçнă пекех калаçрăм.

- Çамрăкки те, ватти те - Фимка ятлă çын çук.

Кукашшĕ мĕн калассине кĕтсе тăчĕ Андрей. Кукашшĕ яланхи пекех йăл-йăл кулкаласа пăхрĕ. Андрюша палламан çын çинчен каярахпа пĕлессе шанчĕ.

- Кукаçи, сана кĕреплесем мĕн тума кирлĕ?

- Мĕн тума? - тĕлĕнчĕ кукашшĕ.

- Эпĕ ыйтса пĕлесшĕн: мĕншĕн эсĕ кĕреплесене ялан хăвăнпа пĕрле илсе çӳретĕн.

- Эпĕ пахчана тасататăп. Авă, пĕлтĕр тăкăннă çулçăсене кĕреплепе тураса пĕр çĕре пухрăм. Тин шăтса тухнă курăксене ӳсме чăрмантараççĕ, - ăнлантарчĕ кукашшĕ. - Кур-ха, епле таса халĕ. Кĕреплесене сарайне кĕртсе хур. Эй, мăнукăм, тасатни пĕрре вăл. Эсĕ малалла тинкер...

- Мĕнле - малалла? Кĕрепле мĕне пĕлтерет?

- Тавралăха тасататăп. Çĕннине вырăн паратăп.

- Шăтса тухрĕ ешĕл курăк. Мĕнех вара? Хăйне вали хăй çул туптăр.

- Çаплине çапла та-ха, çаплах та мар çав... - терĕ кукашшĕ. Кĕрепле вăл мана аса илтерсех тăрать.

Андрей кукашшĕн кĕреплине тытрĕ те тинкерсе пăхрĕ.

«Ним те çырман кĕреплесем çине... - шухăшлăн пăхрĕ Андрей. Кукаçи ватă, хăйĕн ĕçĕ пирки манса кайма пултарать - тирпей-илем кӳресси ун чĕринче вĕт».

- Хăрамастăп эпĕ хам ĕçе манса каясран, - хуравларĕ кукашшĕ. - Кĕрепле ялан ман алра, - пуçри шухăшсене тасатма та пулăшать вăл.

- Пуçра çĕнĕ шухăшсем çуралччăр, - ăнкарса илчĕ Андрей.

- Тĕрĕс, мăнукăм! Киввине тасатмасăр, лайăххине суйла-суйла илмесĕр çĕннине йышăнма май çук.

- Мĕн тума кирлĕ ку сана, кукаçи? Малта пыракансен шутĕнче пуласшăн-и? - тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

- Хам çулпа малаллах утасшăн эпĕ, çĕннине пĕлме,- хушса хучĕ кукашшĕ.

- Акă мĕншĕн эсĕ пирĕн ăслă! - хавхаланчĕ Андрей.

- Эпĕ ăслă мар, манăн çĕннине курас килет. Тăрăшатăп та курма...

- Пăхас та курас? Ку вĕт пĕр япалах, - тӳрлетсе каларĕ мăнукĕ.

- Пĕр япалах, пĕр япалах та мар... Акă эсĕ паян Фимкăна куçран çухатрăн, мăнукăм... - калаçрĕ кукашшĕ.

- Сывă-и, куршĕсем! - илтĕнчĕ сасă хӳме хыçĕнчен. Анюк аппа карçинкка тăсса пачĕ. - Ефим, тыт, мăнуку валли кукăльсем пĕçернĕччĕ. Çийĕр, сывлăха пултăр.

«Ефим? Кукаçине Ефим тесе чĕнеççĕ! Епле манса кайна-ха эпĕ ун çинчен? Фима ăçтан тупăнчĕ тата?» - шухăша кайрĕ Андрей.

Яланхи пекех, кукашшĕ мăнукне ăнлантарса пачĕ.

- Ача чухне мана Фимка тесе чĕнетчĕç. Каç пулчĕ, кĕрер пӳрте.

«Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле», - шухăшларĕ Андрюша. Кукашшĕ хыççăн пӳртелле утрĕ, кукашшĕ пĕрремĕш хут манса хăварнă кĕреплене йăтса.