Ордем Гали

КАТЯ ТУСĂМ

Серёжа ятлă ача пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ - çар çыннисем. Тăван çĕршыв чиккине сыхласа, вĕсен таçта та çитсе тухма тивнĕ. Серёжа та тĕрлĕ шкулсенче вĕреннĕ. Çак арçын ачан нихăçан та чăн-чăн туссем пулман. Пите туслашас килнĕ унăн кампа та пулин, анчах шкул ачисем унран темшĕн пăрăнма тăрăшнă. Класра вал яланах çĕнни пулнăран-ши? Серёжа ачасемпе туслашма шикленнĕ, хăйне вĕсем кӳрентерессĕн туйăнн . Серёжа ялан пĕччен тунсăхланă. Тĕрĕссипе, Серёжа çав тери хăюллă пулнă. Вăрманта пĕччен çӳреме хăраман. Компаспа çул тупнă, чĕрчунсен ура йĕррисене пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Ǎна çакна пограничниксем вĕрентнĕ.

Пĕррехинче кушака çăлас тесе вăл сивĕ шыва кĕрсе ӳкрĕ. Сережăн тумтирĕ пăрлансах ларчĕ, хăй, шывра шăннăскер, сиксе чĕтрерĕ. Çакăн хыççăн Серёжа чире кайрĕ, час сывалаймарĕ. Çавна пулах ашшĕне кăнтăрти пĕр хулана куçарчĕç. Ачана тухтăрсем чылай хушă тăрăшса сиплерĕç, çапах та часах сывалаймарĕ вăл. Çулталăкĕпех выртрĕ больницăра. Çак хушăра Сережа шкула çӳреймерĕ, иккĕмĕш çула юлчĕ. Тăваттăмĕш класрах. Кĕркунне чирлĕ ача шкула, çĕнĕ класа кайре. Ку шкулта та вăл çĕнĕ ача. Çакна туйнипе Серёжа шутсăр пăшăрханчĕ.

Вырсарни кун çитрĕ. Канмалли кун. Шкула каймалла мар. Арçын ача юр çунине чӳречерен пăхса ларчĕ. Хура çĕре майĕпен шап-шурă мамăк хуплать те хуплать. Юр пĕрчисем йывăçсене, тĕмсене çĕнĕ тум тăхăнтарчĕç. Иртсе çӳрекенсем те шап-шурах. Акă пр хĕрача - юр пике тейĕн - çăмаллăн утса килет. Ун пуçĕнчи çĕлĕкĕ те, кĕрĕкĕ те шап-шурах. Юр пике вĕсен подъездчĕ патнелле çывхарчĕ.

- Анне, анне! - хаваслансах кăшкăрса ячĕ Серёжа. Пирĕн пата Катя килет!

Катьăна алăк уçса кĕртрĕ Серёжа. Паян пуçласа вырăн çинчен ура çине тăчĕ-çке.

- Эсĕ килместĕн пулĕ тесе шутланăччĕ эп, - терĕ вăл хăйпе пĕр класра вĕренекен хĕрачана. - Паян вырсарни кун.

- Эпĕ паян та сан патна килсе каяс терĕм, анчах эпир уроксем тумастпăр.

- Ахалех килтĕн-и? - тĕлĕнчĕ арçын ача. - Эсĕ манпа туслашасшăн-и?

- Çапла. Тĕрĕсех, - кулса каларĕ Катя Кряжинова.

- Эпĕ чирлĕ-çке?! - пăшăрханчĕ Серёжа.

- Эсĕ часах сывалатăн, ура çине тăратăн! - шантарчĕ хĕрача.

- Мĕнле майпа? Мĕн чухлĕ эмел ĕçетĕп, çапах сывалаймастăп, ура çине тăраймастăп.

- Ĕçĕ кунта эмелте мар. Пирĕн атте çапла калать.

- Чи кирли - мĕн вара? Сăлтавĕ мĕнре? - ыррине ĕненсе ыйтрĕ Серёжа.

Катя кулса ячĕ, пуçне унталла-кунталла сулласа илчĕ, пилеш тĕслĕ çӳçĕсем хулпуççи çинче сапаланчĕç.

- Чи кирли, чире çĕнтерме тăрăшни. Çĕнтермеллех чире, - çитĕннĕ çын пекех каларĕ Катя. - Питĕ, питĕ сывалас килни кирлĕ. Сывалмаллах.

- Эпĕ питĕ сываласшăн. Чирлес килмест ман. Сывалас килет, - хавхаланса, çĕкленӳллĕ туйăмпа каларĕ Серёжа.

- Сываласшăн эсĕ. Питех кирлĕ-и ку сана? Сывалса çитсен, сана хĕрхенме пăрахаççĕ вĕт, - учительница пекех ыйтрĕ хĕрача.

- Мĕншĕн? Мĕншĕн сывалмалла? - аптарасах ӳкрĕ Серёжа. - Пурăнас тесе. - Шухăшласа тăчĕ, тăчĕ те - каласа хучĕ: - Çавăнпа. Ытти çынсем пекех пулма. Санпа туслă пулма.

Ĕненет вăл: Катя шанчăклă тус. Пулĕме Серёжа амăшĕ кĕчĕ, ачасем паян мĕн тума шутлаççĕ тесе ыйтрĕ.

- Паян эпир юрлатпăр, - терĕ Катя.

- Çапла, юрлатпăр! - çирĕплетсе каларĕ Серёжа. Серёжа амăшĕ апат хатĕрлерĕ, ачасем юрланине итлерĕ. «Крылатые качели» («Çунатлă ярăнчăк»), «Голубой вагон», «Антошка», Гена Крокодил çинчен те юрă янăрарĕ. Ку юрăсăр мĕнле пултăр-ха! Серёжа салтаксен юррисене шăрантарчĕ, Катя кăмăл-туйăм юррисене юрларĕ.

Катя кайнă хыççăн Серёжа амăшĕ патне пычĕ те:

- Мĕнле лайăх хĕрача Катя! Ыран эпĕ шкула каятăп.

- Вăл хăй сан патна килмест-им? Эсĕ халь хăвна япăхрах туятăн вĕт, - ăнлантарма тăрăшрĕ амăшĕ.

- Тĕрĕс мар калатăн, эпĕ вăйлă, эпĕ çирĕп! Ман шкула каяс килет, тархасшăн, ăнлан мана, анне, - тархасларĕ Сережа, амăшĕнчен ыйтрĕ.

- Тухтăр мĕн калĕ? Эпĕ ăна тепĕр хут сана йышăнма, сывлăхна тĕрĕслеме ыйтăп, - хумханса та ывăлне хĕрхенсе каларĕ амăшĕ. - Шкула çӳреме ирĕк парĕ-ши тухтăр?

Тепĕр кунне врач ачан сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Пăхса пĕтернĕ хыççăн хăй сăмахне каларĕ:

- Тĕлĕнмелле! Сирĕн ывăлăр чирлĕ мар! Мĕнпе сыватнă эсир ăна, амăшĕ?

- Ман ывăла туслăх сыватрĕ, - хуравларĕ Сергей Новиков амăшĕ.