Ыдарай Николай Васильевич

ĂСЛАЙ

Юмах

 

Ăс çитейми кунсенче, тăн çитеими çулсенче ăсчах Кушакпа пуçтах йытă пурăннă. Кушак пур енчен те пултаруллă пулнă, йытă вара пур енчен те пултарса пĕтереймен. Ăсчах Кушакĕ урипе те çемçереххĕн пускаланă, чĕлхипе те çуллăраххăн мăрăлтатнă. Пуçтахăн йăли-йĕрки пачах урăхла пулнă: вăл урипе те кăнттам пускаланă, чĕлхипе те усаллăн хамлатнă. Çавăнпа та Кушакăн пурнăçĕ аванрах та, çăмăлтарах та пулнă. Йыттин пурнăçĕ асаплăрах та, йывăртарах та пулнă.

Пĕррехинче йывăрпа пурăнакан йытă çăмăлпа пурăнакан Кушак патне ăс ыйтма пырать. Вĕсен хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртет:

- Аван-и, Кушак тус?

- Аванах пек, йытă тус.

- Аванлăхне мĕнле майпа йÿнеçтеретĕн?

-  Аслай пулăшнипе.

- Аслай тени нумаях-и вара сан?

- Нумаях мар та, пурăнмалăх çиткелет.

- Мана та вĕрентмĕн-ши çав ăслайсене?

- Вĕрентессе вĕрентĕп те, анчах...

- Мĕн анчахĕ тата?

- Анчах та пĕр ăслайне сана каламăп, хама валли хăварăп.

- Ун пек те юрать.

- Юрать пулсан, юрать: кайран-малтан кĕвĕçмелле-хирĕçмелле ан пултăр.

Çапла калаçса татăлаççĕ те Кушакпа Йытă çав кунах ĕçе кÿлĕнеççĕ — ăслайсем вĕренме пикенеççĕ. Кушак вĕрентекенĕ пулать, Йытă вĕренекенĕ пулать.

Кун иртет те çĕр иртет — куç пек кĕтнĕ кун çитет. Пĕлме кĕрĕшнĕ Йытă пултаруллă Кушак ăслайĕсене пурне те вĕренсе çитет. Вара: «Мана урăх вĕренмесен те юрать пулĕ»,— тесе тĕв тăвать.

Йытă кăштах тирпейленет те Кушак патне вĕренÿ çулне вĕçлеме каять.

Кушакпа Йытă хушшинче йĕклĕ калаçу пулса иртет:

- Вĕрентсе пĕтертĕн-и, Кушак тус?

- Вĕрентсе пĕтертĕм.                           ^

- Йăлтах вĕрентсе пĕтертĕн-и?

- Йăлтах вĕрентрĕм.

- Пĕрне те сиктерсе хăвармарăн-и?

- Пĕр ăслайне сиктерсе хăвартăм.

- Мĕнле ăслайне?

- Кушакла мăрлатассине.

- Ма ăна та вĕрентмерĕн?

- Кушакла мăрлатма вĕрентсен, йытăлла хамлатма манса каясран шиклентĕм.

- Унсăр пуçне ыттисене йăлтах вĕрентсе пĕтертĕн-и?

- Йăлтах вĕрентрĕм темелле.

- Апла пулсан, хам вĕренсе мĕн пĕлекен пулнине чăн малтанах сан çинче тĕрĕслесе пăхмалла пулать пулĕ.

Çапла калать те йытă умĕнче тăракан Кушак çине сиксе ÿкет. Кушакĕ, çапла пулассине малтанах пĕлнĕскер, варт! кăна пăрăнса тăма ĕлкĕрет. Пуçтах йытă çĕнĕрен тапăнать. Ăсчах Кушак тарма тытăнать. Йытă, вăрăм ураллăскер, çывхарнăçем çывхарса пырать. Кушак ниçта кайса кĕреймен енне йывăç патне чупса çитет те йăпăрт кăна ун тăррине хăпарса каять. Йытă та йывăç патне чупса çитет, уртăнса та пăхать, чăрмаласа та пăхать, анчах та йывăç çине улăхма пултараймасть. Кушак ăна кун пек ăслай ве-рентмен иккен. Çакă вара пуçтах Йытта тÿсме çук тарăхтарса ярать. Вăл вара, çиллине шăнараймасăр, харкашма тытăнать.

- Ах, куштан Кушак!— харлатса илет йытă.

- Мĕн калама шутлатăн, йăваш йытă?— сас парать Кушак.

- Питĕ меллĕ улталарăн эс мана!— вĕчĕхет Йытă.

- Мĕнле майпа улталарăм?— тĕлĕнет Кушак.

- Йывăç тăррине улăхма мĕншĕн вĕрентмерĕн?

- Пĕр ăслайне хам валли хăваратăп тесе, малтанах каларăм вĕт эп сана.

- Унсăр пуçнех улталарăн!

- Тата мĕнле улталарăм?

- Юлашки ăслай — мăрлатасси, тесе суйрăн.

- Пĕрре те суйман: мăрлатасси ăслай мар, йăхран йăха куçса пыракан авалхи йăла çех.

- Пурпĕрех улталанă пулать!

- Улталанă пулмасть.

—Пурпĕр тавăратăп ултав тунăшăн!

— Тав тăвас вырăнне-и?

—Уншăн та, куншăн та — пуриншĕн те тавăратăп! Хамăн ĕçе хам пĕлетĕп! Хам-хам-хам!..

Шалкăм çумăр килсе тухни кăна уйăрса ярать вĕсене.

Çакăн пек калаçу хыççăн ăсчах Кушакпа пуçтах йытă хушшинчи туслăх пĕтсе ларать. Вĕренекенпе вĕрентекен хушшинче сивĕ çил вĕркĕшме тытăнагь. Курăмлă туссем курайми тăшмансем пулса тăраççĕ. Халь те пулин малалла тăсăлать çак киревсĕр йăла. Халь те пулин Кушакпа Йытă, пĕрне-пĕри тĕл пулсан, харкашма-тулашма тытăнаççĕ. Юрать-ха Кушакăн упранмалăх ăслай пур. Енчен те вĕрентме кĕрĕшнĕ Кушак юлашки ăслайне хăй валли хăварман пулсан, вăл тахçанах Йытă кулли пулатчĕ пуль, тен, вĕсен йăхĕ-йышĕ те халиччен пĕтмеллипех пĕтсе ларатчĕ пуль.

Çук, ун пек пурнăç унайлă мар. Пурнан пурнăç вăл туслăхпа юрату çинче тытăнса тăрать. Туслăх пĕтсен пурнăç та тусăнма тапратать. Тăшман пулма ăслай кирлĕ мар, туслă пулма ăслай кирлĕ!

Аслай тенĕрен, туслăха тустармалли сăлтав питĕ нумай, анчах та тусăннă туслăха çĕнетмелли ăслай ăçта-ши?