Лисина Ева Николаевна

Пĕлĕт

— Марине! Марине, тетĕп!—яла янăратса кăшкăрать Маюк инке. Марине текенни, çиччĕри хĕрача, лупас хыçне, каска çине, кайса ларнă та, пуçне каçăртса, тÿпене сăнать.

«Ай-яй-яй,—шухăшлать Марине.—Юмах тĕнчи ак ăçта вăл! Ăнлантăм! Юмахçăсем пĕлĕт çине пăхаççĕ те унта мĕн курнине каласа кăтартаççĕ!»

Чăн, тÿпери пурнăç асамлă.

Акă, утă капанĕ пек икĕ мăн пĕлĕт пĕр-пĕрин патне çывхарчĕç те, вĕсен хыçĕнчен вăрăм мăйлăскер, вăрăм ураллăскер тухрĕ.

— Тăрна! Тăрна ку!—палласа илчĕ ăна Марине.

Тăрна-пĕлĕт аялалла пăхасшăн пулчĕ. Анчах та вăрăм мăя антарсан çĕклесси хĕн терĕ пулас, мăйне тăсса, урине ватă çынла шутарса, шур пĕлĕтсем еннелле васкамасăр утрĕ.

— Ку пĕлĕтсем çеçкене ларнă улмуççисем пекех-çке,—хăй ăссĕн калаçрĕ Марине.

Çав вăхăтра тÿпе хĕрринчи кăвак пĕлĕт, катрам-катрам пăрланнă сăрт-тăва аса илтерекенскер, хăяккăн çаврăнчĕ те аллине туя тытнă, хура кĕпе тăхăннă «вупăр карчăк» пулчĕ тăчĕ. «Вупăр карчăк» туйипе сулчĕ, «тăрна-ран» ушкăн «шур кайăк» турĕ.

Марине тĕлĕннипе хытса ларчĕ.

«Вупăр карчăк» «кайăксене» те ăрăмласшăнччĕ пулас, анчах та лешсем мăнаçлăн çĕкленчĕç, куçран хăвăрт çухалчĕç.

Ак «Иван паттăр» курăнчĕ. «Вупăр карчăк», унран хăраса, аллисене çĕклерĕ, чÿпĕк тĕслĕ çÿçне саппунпа хупларĕ, «лутра йывăç» пулса тăчĕ. «Иван паттăр» патне «улма чăпар урхамах» вĕçсе çитрĕ. «Ырă ут» пĕлĕте кукалет. Унпа юнашар тепĕр пĕлĕт, каснă-лартнă арăслан евĕр-лĕскер, çитсе чарăнчĕ. Марине вырăнтан сиксе тăчĕ: «ур-хамахпа» «тискер кайăк» кĕç-вĕç тытăçса ÿкĕç. Хăшĕ çĕнтерĕ-ши? «Арăсланĕ» хăравçăскер пулчĕ иккен, «урхамаха тапăнмарĕ вăл, хÿрине хĕстерсе,, каялла чакрĕ.

Акă çума-çумăн «хĕрачасем» лараççĕ. Вĕсем тĕлне шупка кĕрен вак пĕлĕтсем çакăннă.

«Кĕрхи çулçăсем-ши кусем?»